«Чунăмçăм, çунатăмçăм – таса юрату поэми» поэзи уявĕ иртрĕ


«Чунăмçăм, çунатăмçăм – таса юрату поэми» поэзи уявĕ иртрĕ2024 çулхи чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнĕ ятпа «Чунăмçăм, çунатăмçăм – таса юрату поэми» республика шайĕнчи поэзи уявĕ иртрĕ. Уява йĕркелекенсем И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен Ассоциацийĕ пулчĕç.
Поэзи уявне И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Игорь Кожанов уçрĕ. Вăл Çеçпĕл Мишшин литературăри тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркелесен патшалăх ĕçĕнчи тапхăрне пысăк хак пачĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев поэтăмăрăн сăмахĕн хăвачĕ ан иксĕлтĕр тесе конгресс нумай ĕç тунине палăртрĕ, уяв хăнисене Çеçпĕлтен тĕслĕх илме ырă сунчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенне Наталия Александровăна общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп Грамотипе чысларĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Çеçпĕл Мишши Анастасия Червяковăна халалланă çырусен историне, вĕсене мĕнле куçарнине кăсăклă каласа пачĕ. Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат Çеçпĕл Мишши ĕçĕ-хĕлĕ ун пултарулăхне мĕнле витĕм кӳнипе паллаштарчĕ, кăвар чĕреллĕ поэта халалланă сăввисене вуларĕ.
Вилĕмсĕр поэтăмăр пултарулăхне хисеплесе Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори, филологи, управлени тата право факультечĕн студенчĕсем поэт сăввисене вуласа уява илем кӳчĕç.

Фото: медиацентр ЧГПУ Studline